Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи

Шāматкун, кāрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш ачисен клубӗ (вӑл Шупашкарта ӗҫлет) тӑван чӗлхене вēренес шухашлā шӑпӑрлансене хӑй патӗнче пуҫтарӗ.

«Ҫыннӑн пӗр анне. Тӑван чӗлхе те пӗрре. Ӑна упрасси – пирӗн тивӗҫ. Чӗлхе чечекленесси пӗтӗмпех хамāртан килет.

Атте-анне чӗлхи – пирӗн тӑван чӗлхе. Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ», — тесе ҫырнӑ «Аталану» ассоциаци «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче.

Заняти Шупашкарти Ленин проспектēнчи 15-мӗш ҫyртра, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи 212-мēш пулēмēнче иртӗ. Унта икӗ ӳсӗмри ачасене йыхравлаҫҫӗ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасен ушкāнēн занятийӗ 12 сехетре, аслā ушкāнāн вара 13 сехетре пуҫланē.

Тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсене те кӑтартнӑ: 89051987795 тата 89603030880.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-15356121_1167
 

Чӑваш чӗлхи

Кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен муниципалитет шайӗнчи VIII-мӗш фестиваль-конкурс иртӗ.

Асӑннӑ шкулта пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль-конкурс секцийӗсем ҫаплисем пулӗҫ: «Чӑваш чӗлхи вӑрттӑнлӑхӗ» — чӑваш чӗлхи урокӗсен конкурсӗ; «Тӑван сӑмахлӑх пуянлӑхӗ» — чӑваш литература урокӗсен конкурсӗ.

Конкурс пӗлтерӗшне ӑна йӗркелекенсем «пӗтӗмӗшле тӗп, вӑтам пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсенчи чӑваш чӗлхипе литература учителӗсен пултарулӑхне аталанма пулӑшмалли, вӗсен опытне сармалли мел» тесе хаклаҫҫӗ. Тӗллевне вара «чӑваш чӗлхипе литература урокӗсен пахалӑхне ӳстерессинче» кураҫҫӗ.

Фестиваль-конкурс 9 сехетре пуҫланӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен фестиваль-конкурсне Муркаш район администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗ йӗркелет.

 

Чӑваш чӗлхи
Ара Мишши сӑмах каланӑ самант. «ПравдаПФО» тунӑ сӑн
Ара Мишши сӑмах каланӑ самант. «ПравдаПФО» тунӑ сӑн

Нумай пулмасть Шупашкар администрацийӗн урам ячӗсене парас тата асӑну хӑмисем вырнаҫтарас енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ комисси пухӑннӑ. Унта тӗп хуламӑрти пӗр-пӗр урама Хӗветӗр Уяр ятне парас ыйтӑва ҫӗкленӗ.

«ПравдаПФО» интернет-кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх ку тӗлӗшпе Ара Мишши (Михаил Краснов) сӑмах тухса каланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл урам ятне «Фёдор Уяр урамӗ» теме сӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе имӗш, «Хӗветӗр Уяр урамӗ» тесе ҫырас пулсан чӑваш чӗлхинчи кӑткӑс саспаллийӗсемпе усӑ курма тивӗ. Ахӑртнех, Ара Мишши «ӗ» саспаллишӗн пӑшӑрханнӑ.

«Хӗветӗр тесе ҫырас пулсан, чӑвашла транскрипцире питӗ кӑткӑс чӑваш саспаллисемпе усӑ курма тивӗ» («Если писать Хведер, то в чувашской транскрипции придется использовать очень сложные буквы»), — илсе кӑтартать Профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн элчи пулса пынӑ Михаил Николаевичӑн сӑмахӗсене «ПравдаПФО» кӑларӑм.

«Чӑваш халӑх сайчӗшӗн» питӗ интереслӗ: «Й» тӑррине мӑйрака (бревис) лартассипе «Ӗ» тӑррине ҫавнашкалах мӑйрака лартасси хушшинче мӗн йывӑрлӑхӗ пур-ши? Профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗнче чӑн та вара чӑваш саспаллисенчен хӑраҫҫӗ-ши? Е ку Ара Мишши шухӑшӗ кӑна-и?

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи чӑвашла-вырӑсла мӑшӑрсен йышӗ 250 пинрен иртрӗ. Ҫапла май, 1 миллион пухма тӗллев лартнӑ ӗҫе эпир 25% таран ҫитертӗмӗр темелле. Чӗрӗкӗ пур. Кӑҫалхи ҫулталӑк вӗҫӗччен ӑна сахалран та 50% таран та ҫитересшӗн.

Сӑмах май, иртнӗ уйӑхра, раштавра, эпир малтанхи хамӑр рекорда ҫӗнетме пултартӑмӑр — уйӑх хушшинче 43,3 пин мӑшӑр кӗртрӗмӗр. Шел те ку уйӑхра рекорда ҫӗнетме йывӑртарах пулать пулӗ — сӑлтавӗ вара хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен кӗнекесенче. Чӑвашлипе вырӑсла текстсем самай уйрӑлса тӑнине пула ҫӗнӗ мӑшӑрсем кӗртессин хӑвӑртлӑхӗ пирӗн чакрӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 12 пин патнелле ҫеҫ кӗртейрӗмӗр.

Ҫавах та ку уйӑхра эпир хӑй тӗллӗн ӗҫлекен куҫаруҫӑна лайӑхлатма пултартӑмӑр. Нумай пулмасть вырӑсла-чӑвашла куҫаракан моделе 26.76 BLEU таран ҫитертӗмӗр (аса илтеретпӗр, акӑлчанла-вырӑсла мӑшӑрсенче Google-па Яндексӑн ку кӑтарту 35 BLEU патнелле). Ҫавна май пирӗн куҫаруҫӑ халь аванран куҫарма пуҫларӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/
 

Чӑваш чӗлхи

«Стратегия России» журналта чӑваш чӗлхи пирки анлӑ статья пичетленнӗ. «Единство во имя России» (чӑв. Раҫҫей ячӗпе пӗрлешни) фонд кӑларса тӑракан журналти статья авторӗ — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Александр Кузнецов.

«Чувашский язык сегодня» материалта Александр Кузнецов ҫырнӑ тӑрӑх, «чӑваш чӗлхи хальхи вӑхӑтра ҫӑмӑл мар вӑхӑт тӳссе ирттеререт. Ку вӑл, Раҫҫейӗн нумай регионӗнче вырнаҫнӑ вырӑс мар мӗнпур халӑхах пырса тивет пулӗ».

Компьютер саманинче чӑвашла терминсемпе сахал усӑ курнине те палӑртнӑ. «Компьютера включать ту», «Домашни страницӑна уҫ», «Последни документы ҫине пус», «Личнӑй даннӑйне удалить ту» тата ытти ҫавӑн йышши сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе усӑ курнине те асӑнса хӑварнӑ.

Чӑваш чӗлхине сарас тӗлӗшпе вӗренӳ тата ӳнер сумлӑ витӗм кӳме пултарнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sr.fondedin.ru/Publik.pdf
 

Чӑваш чӗлхи

Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнчи «Ҫӗнӗ хум» пресс-центр «Морошка» юмаха чӑвашлатнӑ.

Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисен юхӑмӗ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫӗнӗ хум» прессцентр пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать. Уйӑхсерен вӑл шкул хаҫатне кӑларать, фоторепортажсем хатӗрлет, маларах эпир асӑннӑ ушкӑна ертсе пырать, тӗрлӗ видеоролик хайлать, «Култаракан арча» видеожурнала ертсе пырать, район хаҫатӗнче те пичетленсех тӑрать.

Ҫамрӑк журналистсем тепӗр енлӗ ӗҫпе те аппаланса пӑхас шухӑш тытнӑ иккен. Иртнӗ уйӑхра вӗсем кружокра мультфильмсене чӑвашлатас ӗҫпе ҫине тӑнӑ. «Ку шухӑш унчченех пулнӑ, анчах ал ҫитмен», — пӗлтернӗ Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисен юхӑмӗ. Ачасем чӑвашлатнӑ «Морошка» юмахра Денис Павлов репертуарӗнчи «Туссем» юрӑ янӑрать.

 

Чӑваш чӗлхи

Хастар ҫынсен пӗр ушкӑнӗ чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвне ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл пулӑшнипе текстсене чӑвашларан вырӑсла, вырӑсларан чӑвашла куҫарма пулать. Сайт http://translate.chv.su адреспа вырнаҫнӑ. Машина куҫарӑвне юлашки вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ нейрон алгоритмӗ ҫине таянса йӗркеленӗ.

Чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвне хатӗрлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, проект хальлӗхе альфа-тест мелпе ӗҫлет. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна хальлӗхе 100 проценчӗпех ӗҫлеттерсе ярайман-ха. Кӑлтӑк тупӑнсан ытлашши хурласа пӗтерме васкар мар. Ӳлӗмрен текстсен пахалӑхӗ те лайӑхланӗ, куҫару хӑвӑртлӑхӗ те. Сайта практика тӗслӗхӗсене пухас тӗллевпе ӗҫлеттерсе янӑ. Машина куҫарӑвӗн авторӗсем куҫарусене хаклама тата тӳрлетнӗ текстне пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

Чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвӗн пахалӑхне 24 BLEU шайпа танлаштараҫҫӗ. BLEU — куҫару шайне хакламалли виҫе. Вӑл 0-рен пуҫласа 100 таран пулать. 100 пӗтӗмпех пӗр килекен куҫару тенине пӗлтерет, 70 — профессилле куҫаруҫӑсемпе танлашни. Google тата Яндекс сайтсенче вырӑсларан акӑлчанла куҫарнине 35 BLEU шайӗнче хаклаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвӗ, ав, халех — 24 BLEU.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://translate.chv.su
 

Чӑваш чӗлхи

Бурят Республикинчи чӑвашсен ентешлӗхӗ (ертӳҫи — Надежда Колесникова) ҫамрӑк пулин те ҫине тӑрса ӗҫлеме талпӑнать. Ҫак йӗркесен авторӗ сӑнанӑ тӑрӑх, бурят чӑвашӗсем чӑваш тумне тӑхӑнса юрласа ташлас енӗпе мар, ачасене тӑван чӗлхепе кӑсӑклантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ.

Культура нумай енлӗхне, наци хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑвармалли ҫул-йӗре унтисем ачасене чӗлхе вӗрентнинче кураҫҫӗ.

Хутӑш ҫемьесенче ҫак ыйту уйрӑмах ҫивӗч тӑрать тесе шухӑшлать, тӗслӗхрен, Надежда Колесникова. Чӑн та, пӗр чӗлхе мала тухсан теприн тымарӗ татӑлать. Харӑсах икӗ-виҫӗ культурӑна аталантарсан ҫын ӑс-хакӑл енчен пуянланать.

Мӑн асаттесен чӗлхипе ачасене кӑсӑклантарас тесе бурят чӑвашӗсем «Развитие через многоязычие» (чӑв. Нумай чӗлхелӗх урлӑ аталанасси) проект хатӗрленӗ. Кӑҫал ҫав проект Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн «Равные возможности — детям» (чӑв. Ачасем валли тан майсем) чи лайӑх вӗренӳ программин нимеҫӗсен конкурсӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Раштавӑн 19-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлейри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем 9-мӗш фестивале пухӑннӑ.

Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрлӗ шкул учителӗсем Ишлей шкул ачисене тӑван чӗлхе, литература илемне кӑтартса панӑ.

Алина Николаева «Йывӑҫ ячӗсем епле пулса кайнӑ?» темӑпа 5-мӗш «а» класра урок ирттернӗ. Ачасем вӗрентекенпе йывӑҫсен ячӗсене чӑвашла тата вырӑсла калама хӑнӑхнӑ, вӗсен ячӗсем мӗнле пулса кайнине тӗпченӗ, словарь тунӑ.

Чӑрӑш ҫинчен вӗреннӗ вӑхӑтра кӗтмен ҫӗртен класа Хӗл Мучи килсе кӗни пуриншӗн те кӗтменлӗх пулнӑ. Хӗл Мучи чӑвашла та пӗлет иккен! Вӑл ачасенчен урокра мӗн вӗреннине ыйтса пӗлнӗ, тӗрӗс хуравлакансене кучченеҫпе сӑйланӑ.

Алина Николаевӑна, сӑмах май, «Ӑста вӗрентекен» номинацире ҫӗнтернӗшӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Республикӑра вырӑсларан чӑвашла, чӑвашларан вырӑсла автомат мелӗпе куҫаракан информаци технологийӗсемпе усӑ курмалли ӗҫе аталантаракан ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Ӑна ЧР финанс министрӗ Светлана Енилина ертсе пырать.

Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле «Яндекс. Куҫаруҫӑра» чӑваш чӗлхи те пулмалла. Кун валли 1-ер миллиона яхӑн вырӑсла тата чӑвашла предложени суйламалла. Ку ӗҫпе ЧР Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем аппаланӗҫ. Вулавӑш архивӗнче куҫару литератури ҫителӗклӗ. Хыснаран хушма укҫа кирлӗ пулмасть.

Палӑртмалла: «Яндекс. Куҫаруҫӑра» халӗ пушкӑрт, мӑкшӑ, мари, тутар, удмурт чӗлхисем пур ӗнтӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, [37], 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, ...84
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лару-тӑру лайӑх енне йӗркеленсе пырӗ. Ертӳлӗх сирӗнте пысӑк майсене асӑрхӗ, сирӗнпе урӑхларах хутшӑнма тытӑнӗ. Ӗҫпе, килӗшӳсемпе сӑмах пама ан васкӑр — ку тӗлӗшпе асӑрхануллӑрах пулӑр.

Ҫурла, 25

1906
119
Дмитриев Митрофан Дмитриевич, чӑваш тӑлмачӗ вилнӗ.
1959
66
Альбина Юрату, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть